| 10178 | Ӗҫлени ҫӗре ӳкмест. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10179 | Ӗҫлени ҫынна тӑрантарать, кахалланни пӑсать. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 19180 | Ӗҫленипе никама та юраймӑн теҫҫӗ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10181 | Ӗҫленипе ҫын вилмест теҫҫӗ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10182 | Ӗҫленисем так пӗтмӗҫ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10183 | Ӗҫлес килмесен хутаҫ ҫакса кай теҫҫӗ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10184 | Ӗҫлесе вилмеҫҫӗ, чирлесе вилеҫҫӗ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10185 | Ӗҫлесе илнӗ ҫӑкӑр чӗлли вӑрласа ҫинӗ хуплуран усӑллӑрах. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10186 | Ӗҫлесе илнӗ укҫа ылтӑнран мала. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10187 | Ӗҫлесе ҫӑкӑр ҫиме ӗмӗтлен. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10188 | Ӗҫлесе ҫинӗ ҫӑкӑр тутлӑрах. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10189 | Ӗҫлесе ҫини тутга пырать теҫҫӗ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10190 | Ӗҫлесе ҫисен ҫӑкӑр та тутлӑ, тӑрансан пыл та йӳҫӗ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10191 | Ӗҫлесе тӑкнӑ тар ҫӗр суранне тӳрлетет теҫҫӗ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10192 | Ӗҫлесе тупнӑ укҫа виличченех тӑрантать. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10193 | Ӗҫлесе тупнӑ укҫа перекетлӗ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10194 | Ӗҫлесе тупнӑ ырлӑха перекетле. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10195 | Ӗҫлесе тупнӑ япалан хакӗ пысӑк теҫҫӗ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10196 | Ӗҫлесен пурӑнма пулать, ӗҫлемесен пурӑнма пулмасть. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10197 | Ӗҫлесен сумалӑх мул пулӗ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10198 | Ӗҫлӗ сӑмах кӗске пулать. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10199 | Ӗҫлӗ ҫын ӗмӗртен хисепре. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10200 | Ӗҫлӗ ҫынна кун ҫитмест теҫҫӗ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10201 | Ӗҫлӗ ҫыннӑн вилӗмӗ аякра, ҫывраканӑн пуҫ вӗҫӗнче теҫҫӗ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10202 | Ӗҫлӗ ҫыннӑн ӗҫ нумай. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10203 | Ӗҫне кура апачӗ теҫҫӗ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10204 | Ӗҫне кура ӗҫ укҫи теҫҫӗ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10205 | Ӗҫне кура кашӑк шыра тенӗ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10206 | Ӗҫне кура ҫыннине хакланӑ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10207 | Ӗҫне кура тупӑшӗ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10208 | Ӗҫне кура хакӗ теҫҫӗ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10209 | Ӗҫне кура хисепӗ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10210 | Ӗҫне кура чыс. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10211 | Ӗҫне пӗл, тӳррине ан ман теҫҫӗ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10212 | Ӗҫне тумасӑр ан мухтан. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10213 | Ӗҫне туса хурсан ӑс паракан тем чухлӗ теҫҫӗ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10214 | Ӗҫпе ӗнентерейменнине чӗлхепе ӗнентереймӗн. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10215 | Ӗҫпе ӗҫ пӗр пек килсе тухмасть. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10216 | Ӗҫпе ӗҫӗн тӗлӗ пур, кашни ӗҫӗн йӗрки пур. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10217 | Ӗҫпе ӗшенсен ыйхӑ та тутлӑ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10218 | Ӗҫпе пуян пулмастӑн, курпун пулатӑн. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10220 | Ӗҫпе тунсӑх та сирӗлет теҫҫӗ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10221 | Ӗҫпе юрайман, чӗлхипе юранӑ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10222 | Ӗҫре епле, ӗҫкӗре те ҫапла. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10223 | Ӗҫре ӗҫчене хисеплеҫҫӗ, ҫапӑҫура паттӑра хисеплеҫҫӗ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10224 | Ӗҫре пиҫмен ҫын ниҫта та пиҫес ҫук. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10226 | Ӗҫре чӑтӑм кирлӗ, ляп-ляп тунипе пулмасть. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10227 | Ӗҫре чула та чун кӗрет. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10228 | Ӗҫрен ан хӑра, вӑл санран хӑй хӑратӑр. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10229 | Ӗҫрен куҫ хӑрать те, ал тӑвать. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |